| 9580 | Айпӑлта айӑпӗ тимӗрҫе тивнӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9582 | Арман хуҫин ҫӑнӑх ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9581 | Арман, тимӗрҫ, юмӑҫ ҫынсӑр тӑмаҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9583 | Вун ик така пусакан ҫӗнӗ кӗрӗк курман тет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9584 | Икӗ хуҫана ырӑ пулаймӑн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9585 | Йӗкечӗсем тӳри умӗнче, утвичӗсем чӗри ҫумӗнче. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9586 | Кам кахал — кантурта, яла-пӑла — ямшӑкра. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9587 | Кам кӗтӳҫӗ пулакан ял пуҫ пулнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9588 | Кам куштан ҫын — кантурта. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9589 | Кантур ӗҫне ӗҫлекен — халӑх юнне ӗҫекен тенӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9590 | Кантур таврашӗ — йытӑ таврашӗ, пуп таврашӗ — ҫӑва таврашӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9591 | Кантурпа пупӑн пӗр юрӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9592 | Кӗтеснер кӗтӳҫи пуличчен хула хуралҫи пулас. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9594 | Кӗту кӗтевӗҫсӗр ҫӳренине кураймӑн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9593 | Кӗтӳ ачи умӗнче пӗтӗм ял парӑмлӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9595 | Кӗтӳ кӗтсе илнӗ укҫа кӗтӳ чӑпӑркки шартлатса пӗтет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9596 | Кӗтӳҫ арӑмӗ каҫа хирӗҫ тумланать теҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9597 | Кӗтӳҫ хӑй кӗтӳне вӑй ҫитнӗ таран ырӑ пӑхсан кӗтӳри выльӑхсам та ырӑ, аван, мӑнтӑр пулаҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9598 | Кӗтӳҫ юрӑхсӑр пулсан кӗтӳри выльӑхсем те йӗркесӗр пулаҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9599 | Кӗтӳҫӗ пулакан ял пуҫ пулнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9600 | Кӗтӳҫӗн ырлӑхӗпе хурлӑхӗ ыталашсах ҫӳреҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9601 | Кӗтӳҫсӗр кӗтӳ пымасть. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9602 | Кимӗ яракан хуҫа та саланать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9603 | Куҫсӑр куҫлине ертсе пырать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9604 | Лавкка хуҫи — вӑрӑ пуҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9605 | Лайӑх пулсан — хуҫишӗн, усал пулсан — тарҫишӗн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9606 | Лайӑх хуҫан выльӑхӗ те лайӑх. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9607 | Майра тарҫин сӑн хӳхӗм, сӑн хӳхӗм те час ванать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9608 | Начар кӑна пуҫлӑх та пуҫсӑрланма пӑхать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9609 | Начар ҫӗвӗҫ лайӑх тавара пӑсма кӑна. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9610 | Пӗр тарҫӑ икӗ хуҫана юраймасть. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9611 | Пилӗке кантӑрапа ҫыхакан кӗтӳҫи пулнӑ, пиҫиххипе ҫыхакан хуҫа пулнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9612 | Пире тӑрантакан суха пуҫ пурне те пулӑшакан, пӗр улӑшӑнмасӑр тӑрӑшакан ӗмӗр-ӗмӗрех пурне те тарҫӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9613 | Платнӗк пуртӑ аври лартма маҫтӑра панӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9614 | Платник тунӑ укҫа турпаспа сирпӗнсе пӗтет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9617 | Платникӑн — турпасси, туй ачийӗн — сӑмаххи. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9615 | Платникӑн пӳрчӗ кӗтесси ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9616 | Платникӑн турпас епле сирпӗнет, унӑн укҫи ҫавнашкал тӑкӑнать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9618 | Платникӑн чӳрече хуппи ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9619 | Пурмис тӳшекӗ ҫемҫе те, выртма хытӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9620 | Пурмис хушсан шыв та уҫлӑн теҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9621 | Пуртӑ аври тӑвакан ҫур платник. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9622 | Пуҫӑнни пуҫлӑха тухнӑ, кутӑнни кутамкка ҫакнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9623 | Пуҫлӑха хирӗҫ тӑрсан пуҫ каять. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9624 | Пуҫлӑхсем пуҫран ачашласан ҫӳҫ тӑкӑнмасть. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9625 | Сакӑр така пусакан сар кӗрӗксӗр юлакан. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9626 | Ҫӑпата туса хырӑм тӑрантараймӑн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9627 | Ҫӗвӗҫ вӑрламасть, хаччи вӑрлать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9628 | Ҫӗвӗҫ йӗп вӗҫӗпех ҫурт лартать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
| 9629 | Ҫӗвӗҫӗ ҫӗленӗ май типет. | Хуҫа — Тарҫӑ |